Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ парӑс

Утӑн 7-мӗшӗнче ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетекен «Хӗрлӗ парӑс» лагерьте тулай чӑваш ачисен кану ӑстрӑмӗ (смени) вӗҫленнӗ.

Ку уйлӑх 2005 ҫултанпа ӗҫлет, республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьевӑн пуҫарӑвӗпе ӑна кашни ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 45 шкул ачи каннӑ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ темӑсемпе калаҫу ирттерес тата туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе ӑстрӑм йышне Чӑваш Енри 9 шкул ачи те кӗнӗ. Пушкӑрт тата Тутар республикинчен, Мари Элтен, Беларуҫран, ҫавӑн пекех Ӗремпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускав хулинчен канма килнӗ шкул ачисем чӑваш халӑхӗн культурийӗпе, историйӗпе тата чӗлхипе ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫласа утӑн 8-мӗшччен паллашнӑ.

Уйлӑхра канакансем валли ятарлӑ «Эткер» программа хатӗрленӗ иккен. Унпа килешӳллӗн тӗрлӗ енлӗ мероприятисем ирттернӗ, ачасене паллӑ культура вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайса кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне канакансем интереслӗ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, республикӑри музейӗсемпе тата предприятисемпе паллашнӑ.

Сывпулашмалли концерт хыҫҫӑн тулай чӑвашсен ачисене «Аксар» студи пулӑшнипе кӑларнӑ «Ача-пӑчасем Чӑваш Енре хӑнара» виднофильмпа тивӗҫтернӗ.

Малалла...

 

Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ парӑс» уйлӑхра тулай чӑвашӗсен ачисене кантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна 2005 ҫулта пуҫарса янӑ.

Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вара вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Унта вӗсем илемлӗ чӑваш кӗпине тӑхӑнса, ӗлӗкхи пек карталанса чӑваш юррине юрланӑ, чӑваш вӑййине вылянӑ. Уява чӑваш тӗррин ӑсти, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ З.И. Воронова илем кӳчӗ тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви. Вӑл чӑваш кӗпи ҫинчен тата хӑйӗн коллекцийӗнчи тумсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Уяв арҫын ачасем кӗрешӳре вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Чи маттуррисем Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Никита Данилов тата Тутар Республикинчен килнӗ Виталий Сергеев пулнӑ. Вӗсене медальсем парса чысланӑ.

Сӑнсем (14)

 

«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.

Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.

«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.

Сӑнсем (10)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть